| 2038 | «Ман шӑшлӑ пӑхӑма ҫиеҫҫӗ, ыхра пек какая ҫимеҫҫӗ», — тесе калать шӑши. | Кушак — Шӑши |
| 2053 | «Этем ман пӑхӑма ҫиет», — тесе калать шӑши. | Кушак — Шӑши |
| 2012 | Капан айӗнче шӑши вилмест. | Кушак — Шӑши |
| 2013 | Кӑшламасан шӑшин шӑл ӳсет. | Кушак — Шӑши |
| 2014 | Кушак ӑшӑ вырӑн шырать, этем ырӑ вырӑн шырать. | Кушак — Шӑши |
| 2015 | Кушак кайӑкӗ куҫ хыҫӗнче анчах хӑюллӑ. | Кушак — Шӑши |
| 2016 | Кушак куҫӗ курман чух шӑшие чару ҫук. | Кушак — Шӑши |
| 2017 | Кушак сӗт курать те, тути вӑрӑм мар. | Кушак — Шӑши |
| 2018 | Кушак сӗт тӑкӑнасса кӗтет, йытӑ татӑк ӳкессе кӗтет. | Кушак — Шӑши |
| 2019 | Кушак ҫемҫерех вырӑна шырать теҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
| 2020 | Кушак ҫӗр каҫа вуникӗ хутчен ҫынна вӗлересси пирки, вӗлерсессӗн ҫисе яраймасси пирки шутлать тет. | Кушак — Шӑши |
| 2021 | Кушак ҫук ҫӗрте шӑши те патша. | Кушак — Шӑши |
| 2022 | Кушак та ӗлӗк сӑваплӑ чӗрчун пулнӑ тет. | Кушак — Шӑши |
| 2024 | Кушак тӑхӑр вилӗмрен хӑтӑлма пултарать теҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
| 2023 | Кушак тӗк майлӑ шӑлнине юратать. | Кушак — Шӑши |
| 2027 | Кушак шӑши тесе кашкӑр куҫне чавнӑ тет. | Кушак — Шӑши |
| 2025 | Кушак шӑшие тус мар тет. | Кушак — Шӑши |
| 2026 | Кушак ырлӑхне пӗтӗм чӗрчун ӑмсанать. | Кушак — Шӑши |
| 2028 | Кушак: «Хуҫа хӑй ҫинӗ, мана ҫитермес», — тесе элеклет Турра. Анчӑк калать тет: «Халь хӑй те ҫимен, хӑй ҫисен парать». | Кушак — Шӑши |
| 2029 | Кушака кӑмака пултӑр. | Кушак — Шӑши |
| 2030 | Кушака кулӑ, шӑшие вилӗм. | Кушак — Шӑши |
| 2031 | Кушака ҫӗнсе шӑши айне пулнӑ. | Кушак — Шӑши |
| 2032 | Кушака хӑйма ҫиме вӗрентмеҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
| 2033 | Кушака чуптума юрамасть теҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
| 2034 | Кушака юратакан арҫын арӑмне юратать, йытта юратакан хӗрарӑм упӑшкине юратать. | Кушак — Шӑши |
| 2035 | Кушакпа ҫывӑракан кукша пулать. | Кушак — Шӑши |
| 2036 | Кушаксем туй тунӑ чух петӗм тӗнче ҫӳҫенет. | Кушак — Шӑши |
| 2037 | Макра кушак ырхан пулать. | Кушак — Шӑши |
| 2039 | Хура кушак пур чухне хуран ҫӑвас хуйхӑ ҫук. | Кушак — Шӑши |
| 2040 | Чее кушак кайӑк тытать, мӑнтӑр кушак пӳртре выртать. | Кушак — Шӑши |
| 2041 | Чее кушак кайӑка та лектерет. | Кушак — Шӑши |
| 2042 | Чее кушак тӗлӗкӗнче те шӑши тытать. | Кушак — Шӑши |
| 2043 | Шӑши кӑшланӑ ҫимӗҫе ҫисен шӑл тӗрекленет. | Кушак — Шӑши |
| 2044 | Шӑши курнӑ кушак патшана та пӑхӑнмасть. | Кушак — Шӑши |
| 2045 | Шӑши пысӑк мар та, шӑлӗ вӑрӑм. | Кушак — Шӑши |
| 2046 | Шӑши те шӑтӑкра чух хӑйне пысӑка хунӑ тет. | Кушак — Шӑши |
| 2047 | Шӑши туяпа ҫӳрет теҫҫӗ. | Кушак — Шӑши |
| 2048 | Шӑши умӗнче кушак та куштан. | Кушак — Шӑши |
| 2049 | Шӑши шӑрши кушака ҫех ырӑ. | Кушак — Шӑши |
| 2050 | Шӑши шӑтӑкӗ те тӗнӗсер мар. | Кушак — Шӑши |
| 2051 | Шӑшийӗ пӗчӗк те, шӑлӗсем ҫивчӗ. | Кушак — Шӑши |
| 2052 | Шӑширен хӑрасан тырӑ акса тӑвас мар. | Кушак — Шӑши |